Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ. Хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ан ылханӑр, ырӑ сунӑр. Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӑшману выҫӑ пулсан, ӑна ҫитер; ӑшӗ хыпнӑ пулсан, ӗҫтер. Ҫапла тунипе вӑл намӑсне ниҫта чикме пӗлмӗ. Мӗн пуррине те хамӑр алӑпа ӗҫлесе илкелетпӗр. Пире ятлаҫҫӗ, эпир ырӑ сунатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ, эпир чӑтатпӑр. Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ.
Выбор основного перевода