Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Асӑрханӑр, чухӑнсене пулӑшас ӗҫе ҫынна кӑтартасшӑн ан тӑвӑр, унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ. Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. Эсӗ вара чухӑнсене пулӑшнине ан палӑрт: сылтӑм аллу мӗн тунине сулахаййи ан пӗлтӗр. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ». Эсӗ вара чухӑнсене пулӑшнине ан палӑрт: сылтӑм аллу мӗн тунине сулахаййи ан пӗлтӗр. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ». «Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне шалти пӳлӗме кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ. Кӗлтунӑ чухне тата урӑх халӑх ҫыннисем пек ытлашши ан калаҫ. Вӗсем вӑрӑм кӗлле туррисем илтӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кунта ҫакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йӑлипе аллисене тӗплӗн ҫумасӑр ҫимеҫҫӗ. Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла. Анчах та Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах ӑшӑр-чикӗр ҫӑткӑнлӑхпа, усаллӑхпа тулнӑ. Ҫуралсан сакӑр кунран манӑнне ӳт кастарнӑ. Эпӗ, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни, юн тӑрӑх – чӑн-чӑн еврей, вӗреннӗ тӑрӑх – фарисей, тӑрӑшнӑ тӑрӑх – Турӑ Чиркӗвне хӗсӗрлекен, саккун тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх – тасаскер. Анчах та, Христоса ӗненсен, хам маларах паха тесе шутлани сиенлине ӑнланса илтӗм.
Выбор основного перевода