Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?» Иисус вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пултаракан чӑн малтанах ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла туни ҫинчен вуламан-им эсир? Унтан каланӑ: „Ҫавӑнпа ҫын ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗпе пӗрлешӗ, вара иккӗн пӗр ӳт пулӗҫ“. Ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр», – тенӗ. «Епле-ха тата Моисей: упӑшки арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ чухне унӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ ҫырса памалла тесе хушса хӑварнӑ?» – тенӗ Ӑна фарисейсем. Иисус вӗсене каланӑ: «Чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен Моисей сире арӑмсене уйӑрса яма ирӗк панӑ, малтанах апла пулман. Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫав мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑрать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать». Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярса урӑх арӑм илет, ҫав малтанхи арӑмне урӑх хӗрарӑмпа улталать. Арӑмӗ те упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑххине качча кайсан мӑшӑрне улталать».
Выбор основного перевода