Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр.
Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.
Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и?
Тӑванне кураймасӑр пурӑнакан вӑл – ҫын вӗлерекен. Кирек епле ҫын вӗлерекен те хӑй ӑшӗнчи ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пӗтерет.