Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр. Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им? „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вӑл? Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Иисус саддукейсен ҫӑварне хуплани ҫинчен илтсен фарисейсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен, саккунри чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» Иисус вара ӑна каланӑ: «„Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан юрат“. Ҫакӑ – чи малтанхи тата чи аслӑ пил-хушу. Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. Моисей саккунӗпе пророксен сӑмахӗ пӗтӗмпех ҫак икӗ пил-хушу ҫинче никӗсленсе тӑрать».
Выбор основного перевода