Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хуйхӑ пулӗ сире, суккӑр ертӳҫӗсем! „Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑвакан – айӑплӑ“, – тетӗр эсир. Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тӑвакан Турӑ Ҫурчӗ-и? Тата ҫапла калатӑр: „Парне вырӑнӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, унта кӳнӗ парнепе тупа тӑвакан – айӑплӑ“. Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и? Ҫапла вара парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинчи парнесемпе те тупа тӑвать. Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать. Пӗлӗтпе тупа тӑвакан Туррӑн Престолӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать. „Манӑн престол – тӳпе, Манӑн ура айӗ – ҫӗр. Ман валли эсир мӗнле ҫурт туса парайӑр? – тет Хуҫа Туррӑмӑр. – Эпӗ канас вырӑна ӑҫта тӑвайӑр? Эй, тӑвансемӗр! Чӑн малтанах эсир тупа тума пӑрахӑр: ҫӗрпе те, пӗлӗтпе те – нимӗнпе те тупа ан тӑвӑр. Айӑпланмалла пулас мар тесессӗн сирӗн сӑмахӑр: «Ҫапла, ҫапла» тата «Ҫук, ҫук», – тени кӑна пултӑр.
Выбор основного перевода