Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ. Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче чухне хӑш-пӗр хуралҫӑсем хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. Вара аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе калаҫса татӑлса, салтаксене нумай укҫа панӑ та ҫапла сас-хура кӑларма хушнӑ: «Ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ чухне, вӗренекенӗсем пынӑ та Унӑн ӳтне вӑрласа кайнӑ». «Ҫак сас-хура Рим лартнӑ пуҫлӑх хӑлхине кӗрес пулсан, – тенӗ вӗсем, – эпир хамӑрах майлашӑпӑр, айӑпӗ сирӗн ҫинче пулмӗ». Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек сас-хура сарса ҫӳренӗ. Ҫак суя сӑмах иудейсем хушшинче халичченех ҫӳрет. Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. Иисуса курсан вӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, теприсем тата иккӗленсе кайнӑ. Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ. Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр. Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь. Унтан Иисус ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенӗ вӗренекенӗсене чӗннӗ; лешсем Ун патне пынӑ. Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ. Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ.
Выбор основного перевода