Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Пророка хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, икӗ кун иртсен, Иисус Галилейӑна кайнӑ. Тӑванӗсем те Ӑна ӗненмен. Унтан, Иерусалима тавӑрӑнсан, Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтунӑ чухне эпӗ питӗ хавхаланса кайрӑм. Вара Ӑна куртӑм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терӗ Вӑл мана, – мӗншӗн тесен эсӗ Ман ҫинчен ҫирӗплетсе каланине кунтисем йышӑнмӗҫ“. „Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче епле хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ-ҫке. Сан ҫинчен ҫирӗплетсе калакан Стефан юнне тӑкнӑ чухне эпӗ хам та, ӑна вӗлернине ырласа, хӗнекенсен тумтирӗсене сыхласа унтах тӑтӑм“. Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“». Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!» Вӗсем ҫаплах кӑшкӑрашнӑ, тумтирӗсене хыва-хыва пенӗ, ывӑҫла-ывӑҫла ҫӳлелле тусан сапнӑ.
Выбор основного перевода