10
«Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртра вӑл вырӑнтан кайма вӑхӑтӑр ҫитичченех пурӑнӑр, – тенӗ Иисус вӗсене. – Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, унтан тухса кайнӑ чухне эсир, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмак ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра хулисене ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.