Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ». Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ. Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ та, хӑйсем пӳрте кӗмен, Ӑна чӗнсе тухма ыйтнӑ. Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ. Иисус ӑслӑлансах, ӳссех пынӑ. Турӑ та, ҫынсем те Ӑна юратнӑҫемӗн ытларах юратнӑ. «Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?» Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул. Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ. этем евӗрлӗ пулса, этем евӗрлӗ курӑнса, чура шӑпине йышӑнса Хӑйне Хӑй мӗскӗнлетнӗ. Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ.
Выбор основного перевода