Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Акӑ ӗнтӗ вӗсем Капернаум хулине ҫитнӗ. Унта Вӑл пирвайхи шӑмат кунах синагогӑра вӗренте пуҫланӑ. Пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн пулчӗ ку? Мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ку? Вӑл усал сывлӑшсене те Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе хушать, лешсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ». «Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?» «Вӗренмен пулин те, Ҫырнинче мӗн каланине ӑҫтан пӗлет-ха Вӑл?» – тӗлӗннӗ иудейсем. «Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен. – Епле-ха эппин пирӗнтен кашниех харпӑр-хӑй ачаран калаҫнӑ чӗлхене илтеет? Эпир – Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Каппадокире, Понтра, Асире, Фригипе Памфилире тата Египетра пурӑнакансем; Киринея ҫывӑхӗнчи Ливи ҫӗрӗнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем, Критпа Арави ҫыннисем – эпир пурте Туррӑн хӑватлӑ ӗҫӗсем ҫинчен апостолсем пирӗн тӑван чӗлхесемпе каланине илтетпӗр!»
Выбор основного перевода