«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Иисус тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Чарӑн, ан шавла», – тенӗ. Вара ҫил лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Вара вӗсем пӗр хӑйсем кӑна кимӗпе ҫын ҫук вырӑна ишсе кайнӑ.