Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ. Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ. Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ. Ҫав хӗрарӑм хыҫалтан пырса Иисусӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма пӑрахнӑ. Урампа иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене урама илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ. Турӑ Павел урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ. Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ.
Выбор основного перевода