Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вӗренекенӗсем вара Иоанн ӳтне пырса илнӗ те ҫӗре пытарнӑ. Унтан вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса кайса пӗлтернӗ. Иосиф Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ. Иосиф, Пилат патне пырса, унран Иисус ӳтне пама ыйтнӑ. Унтан Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне алтса тунӑ тупӑклӑха хунӑ. Унччен кунта никама та пытарман пулнӑ. Каярахпа Аримафейӑра ҫуралса ӳснӗ Иосиф Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен илме Пилатран ирӗк ыйтнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫакна Иосиф палӑртман. Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вара вӑл Иисус ӳтне пырса илсе кайнӑ. Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ.
Выбор основного перевода