Пилат вӗсене каллех тухса каланӑ: «Вӑл айӑплӑ маррине пӗлтерме Ӑна эпӗ сирӗн патӑра кӑларттаратӑп».
Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Ӑна курсанах: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та тупмастӑп, тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр», – тенӗ вӗсене Пилат.