Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли суя сӑлтав шыранӑ. Ун ҫинчен суйса айӑп кӑтартакансем нумаййӑн пынӑ пулин те, вӗлермеллех айӑплама сӑлтав тупӑнман. Юлашкинчен суйса айӑп кӑтартакансем иккӗн пынӑ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ Турӑ Ҫуртне пӑсса виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тетчӗ Вӑл». Аслӑ священник ури ҫине тӑнӑ та Иисуса каланӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?» «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: «Вӑл Турра хурларӗ! Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине, акӑ, хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тавӑрса каланӑ вӗсем. Вара ҫынсем Ӑна питрен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ, теприсем тата ҫапнӑ пеккӗн ыйтнӑ: «Эй, Христос! Пророкла кала-ха: Хӑвна кам ҫапрӗ?» Аслӑ священниксем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли сӑлтав шыранӑ, анчах тупайман. Ун ҫинчен нумайӑшӗ суйса айӑп кӑтартнӑ, анчах вӗсем кӑтартнисем ҫителӗксӗр пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ ҫапла суйса пӗлтернӗ: «„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр». Анчах вӗсем ҫапла кӑтартни те айӑплама ҫителӗксӗр пулнӑ. Вара аслӑ священник мала тухса тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйту панӑ. «Эсӗ Христос-и? Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтнӑ Унран. «Эпӗ, – тенӗ вара Иисус. – Ӗнтӗ эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, аслӑ священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса янӑ. «Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? – тенӗ вӑл. – Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тенӗ вара вӗсем пурте. Хӑшӗ-пӗрисем Ун ҫине сура пуҫланӑ, Иисусӑн питне хупласа, ҫапа-ҫапа каланӑ: «Пророк пулсан кам ҫапнине кала!» Ӑна тарҫӑсем те питрен ҫупа-ҫупа янӑ. Иисуса хураллакан салтаксем Унран ҫав тери мӑшкӑлласа кулнӑ, хӗнесе пӗтернӗ. Вӗсем Унӑн куҫне хупласа питрен ҫупа-ҫупа ярса ыйтнӑ: «Эсӗ пророк пулсан, кала, кам ҫапрӗ Сана?» Ӑна урӑх сӑмахсем каласа та нумай хур тунӑ. Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса: «Каласам пире: Эсӗ Турӑ Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенӗ. «Эпӗ сире каласан та, эсир Мана ӗненмӗр, – тавӑрнӑ Иисус. – Хӑвӑртан ыйтсан та эсир Мана хирӗҫ тавӑрса каламӑр, Мана ирӗке те ямӑр. Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ». Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр». Лешсем вара: «Ун айӑпне кӑтартни мӗн тума кирлӗ тата пире? Ӗнтӗ Унӑн сӑмахӗсене хамӑр хӑлхапа хамӑрах илтрӗмӗр!» – тенӗ.
Выбор основного перевода