Иисуспа юнашар тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн хӑлхине касса татнӑ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ укҫа енчӗкӗ пуррисем ӑна илччӗр, хутаҫне те илччӗр. Камӑн хӗҫ ҫук, вӑл тумтирне сутса хӗҫ илтӗр.
«Хуҫамӑр! Акӑ кунта икӗ хӗҫ пур», – тенӗ вӗсем. «Ҫитет», – тенӗ Вӑл вӗренекенӗсене.