Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ. Ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем аслӑ священниксемпе фарисейсем патне тавӑрӑннӑ. «Эсир мӗншӗн Ӑна тытса килмерӗр?» – тӳрех ыйтнӑ лешсем. Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.
Выбор основного перевода