Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Петр Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курас шухӑшпа картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ. Петр вара аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Картишне кӗрсессӗн вӑл унти тарҫӑсемпе пӗрле кӑвайт умне ӑшӑнма ларнӑ. Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Ҫынсем картиш варринче кӑвайт хурса пурте йӗри-тавра пухӑнсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ. Петрпа тепӗр вӗренекен ҫав самантрах тухнӑ та тупӑклӑх патне васканӑ. Петр каялла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Ку шӑпах ӗнтӗ пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Хуҫамӑр, Сана тытса параканӗ кам пулӗ?» – тесе ыйтаканни пулнӑ. Пӗррехинче Петрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пулакан кӗлле Турӑ Ҫуртне кайнӑ.
Выбор основного перевода