Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Иисуспа юнашар тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн хӑлхине касса татнӑ. Ҫав вӑхӑтра Иисуспа пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. Иисуспа пӗрле пулнисем, ӗҫ-пуҫ епле кайнине курсан: «Хуҫамӑр, хӗҫсене кӑларар мар-и?» – тенӗ Ӑна. Вӗсенчен пӗри аслӑ священникӑн чурине хӗҫпе сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Кӗлӗ туса пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон айлӑмӗн тепӗр енне кайнӑ, унта сад пулнӑ. Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле ҫав сада кӗнӗ. Петр текен Симонӑн хӗҫ пулнӑ. Вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ.
Выбор основного перевода