Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем. Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр». Анчах та Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и эсир?» Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ. ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр».
Выбор основного перевода