Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр. Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫак сӑмахсене Вӑл Капернаумри синагогӑра вӗрентнӗ чухне каланӑ. Ҫур уяв иртнӗ тӗлелле Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗренте пуҫланӑ. – Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫапах та Ӑна никам та чармасть. Тен, Вӑл чӑнах Христос пулнине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ?
Выбор основного перевода