Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ӗненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Иерусалимра апостолсем урлӑ тӗрлӗ хӑватсем, паллӑсем пулнӑ. Хӗрарӑм сасартӑк ун ури умне тӗшӗрӗлсе аннӑ, унӑн та чунӗ тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем кӗнӗ те, вӑл та сывламасӑр выртнине курса, ӑна йӑтса тухса упӑшки ҫумнех кайса пытарнӑ. Вара ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавӑн ҫинчен илтнӗ ытти ҫынсем те питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ. Ефесра пурӑнакан иудейсемпе грексем ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлсен хӑраса ӳкнӗ. Ҫавӑнтанпа пурте Иисус Хуҫамӑр ятне хисеплеме пуҫланӑ. Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ. Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.
Выбор основного перевода