Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ. „Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“». Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ. «Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ. Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ. Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ. Петрпа Иоанн халӑха вӗрентнӗ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗн хуралӗн пуҫлӑхӗсем тата саддукейсем пырса ҫитнӗ.
Выбор основного перевода