Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапла майпа тӳрӗ пурӑннӑ Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫынсем тӑкнӑ мӗн пур юншӑн сире явап тытма лекӗ. «Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр!» – тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ пӗтӗм халӑх. Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр, «Ҫапла вара, пӗтӗм Израиль ҫыннисем, ҫакна ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: эсир пӑталанӑ Иисуса Турӑ пирӗн Хуҫамӑр тата Ҫӑлаканӑмӑр турӗ». пурӑнӑҫ Хуҫине вара вӗлертӗр. Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна курса ҫирӗплетекенсем эпир хамӑр. Вара апостолсене чӗнсе илсе Иисус ятне асӑнма та, Унӑн ячӗпе вӗрентме те чарнӑ. Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!
Выбор основного перевода