Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эй, эсир, кутӑн ҫынсем! Уҫӑлман чун-чӗреллӗ, мӑкланнӑ хӑлхаллӑ ҫынсем! Эсир, мӑн аслаҫӑрсем пекех, яланах Святой Сывлӑша хирӗҫлетӗр. «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те парать пулсан, Турра чӑрмав тума камах вара эпӗ?» Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни этем ӑслӑлӑхӗнчен ҫӳллӗрех, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни этем вӑйӗнчен хӑватлӑрах.
Выбор основного перевода