Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет. Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр. Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та. Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Выбор основного перевода