Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус Турӑ Ҫурчӗн картишӗнчи Соломон притворӗнче утса ҫӳренӗ. Ӗненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Иерусалимра апостолсем урлӑ тӗрлӗ хӑватсем, паллӑсем пулнӑ. Уксах пулнӑ ҫын, сывалнӑскер, Петрпа Иоанран хӑпман. Ҫавӑнпа та тӗлӗнсе кайнӑ халӑх Соломон притворӗ текен ҫӗрте вӗсем тавра пуҫтарӑннӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑннӑ. Харпӑр пурлӑхне вӗсенчен пӗри те манӑн тесе каламан, пурте вӗсен пӗрле пулнӑ. Стефан ятлӑ ҫирӗп ӗненӳллӗ те вӑйлӑ чун хаваллӗ ҫын халӑх хушшинче чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ. Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ.
Выбор основного перевода