Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ. Вара Филипп ӑна Ҫырнинчи ҫак вырӑна ӑнлантарса пама пуҫланӑ та Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. «Ҫак пуш параппан мӗн каласшӑн ара?» – тенӗ пӗрисем. «Вӑл темле ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», – тенӗ тата теприсем. Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ. Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм,
Выбор основного перевода