Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ. Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ». Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест. Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр. Христианин пулнӑшӑн тӳсетӗр пулсан, ан вӑтанӑр. Вӑтанас вырӑнне, ҫапла шӑпа пӳрнишӗн Турра мухтӑр.
Выбор основного перевода