Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ. Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах, Ун ури умне ӳксе, вӑл питӗ хытӑ тархасла пуҫланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, пырсамччӗ, сывалса чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ». Турӑ Павел урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ. Кам та кам чирлесен, Хӑй патне Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнтӗр. Вӗсем уншӑн кӗлтуччӑр, Хуҫамӑр ячӗпе чирлин пуҫне елей сӗрччӗр. Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ. Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӗненес пултарулӑх панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах сыватас пултарулӑх панӑ. Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ.
Выбор основного перевода