Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Вара Савл вӗренекенсемпе хутшӑнса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра Иисус Хуҫамӑр ҫинчен уҫҫӑнах, хӑюллӑн вӗрентсе ҫӳренӗ. Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Ӗнтӗ тек эсир мана кураяс ҫуккине пӗлетӗп. Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. Сӑнчӑрласассӑн та, эпӗ – Ырӑ Хыпар элчи. Тивӗҫӗме пурнӑҫласа, манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн Ырӑ Хыпар пӗлтересчӗ. Ҫавӑншӑн кӗлтӑвӑр. Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.
Выбор основного перевода