Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тепӗр кунне эпир Сидон тӗлӗнче чарӑнтӑмӑр. Юлий хӑйне Павелпа кӑмӑллӑ тыткаларӗ, ӑна хӑйӗн тусӗсем патне кайса килме, вӗсенчен пулӑшу илме те ирӗк пачӗ. Манӑн грексемпе варварсене те, ӑслисемпе айваннисене те вӗрентес тивӗҫӗм пур. Анчах та эпӗ хампа калаҫаканӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланмастӑп пулсан, эпӗ уншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп. Вӑл та маншӑн ҫавнашкалах. Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм. ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те. Ютран килнӗ ӗненекенсемпе тараватлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пӗлмесӗрех ангелсене хӑна туса янӑ.
Выбор основного перевода