Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ». Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ. Турӑ мӑн асаттемӗрсене панӑ сӑмаха шаннишӗн паян акӑ манӑн суд умӗнче тӑма тивет. Пирӗн вун икӗ йӑхӑмӑр та, Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса шанса, кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн тӑрӑшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана ҫав шанчӑкшӑн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ. «Хӑвӑрт-и, вӑрах-и, – анчах та эсӗ кӑна мар, паян хама итлекенсем пурте манашкал пулччӑр тесе Турра кӗлтӑвӑттӑм, анчах та вӗсем манашкал сӑнчӑрта ан пулччӑрах». Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр. Сӑнчӑрласассӑн та, эпӗ – Ырӑ Хыпар элчи. Тивӗҫӗме пурнӑҫласа, манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн Ырӑ Хыпар пӗлтересчӗ. Ҫавӑншӑн кӗлтӑвӑр. Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ. Хама вӑй-хӑват панӑ Христос Иисус Хуҫамӑра тав тӑватӑп. Вӑл мана шанса Хӑйшӗн ӗҫлеме ирӗк пачӗ. Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.
Выбор основного перевода