Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп. Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать. Хӑҫан та пулин сирӗн патӑра ҫитсе курмашкӑн ирӗк патӑрччӗ тесе кӗллӗмсенче тӑтӑшах Турра йӑлӑнатӑп. Манӑн сирӗнпе курнӑҫса Турӑ Сывлӑшӗн пархатарӗпе сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетесчӗ. Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр.
Выбор основного перевода