Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
– Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр». Анчах та иудейсем хӗтӗртнипе тӗн-тӗшмӗшлӗ сумлӑ хӗрарӑмсем тата хулара пуҫ пулса тӑракан ҫынсем Павелпа Варнавӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ. Ҫавӑн чухне пинпӳ ҫывӑхарах пынӑ та Павела тытса икӗ сӑнчӑрпа ҫыхса лартма хушнӑ. «Мӗнле ҫын ку? Мӗн турӗ вӑл?» – тесе ыйтнӑ унтан вӑл халӑхран. Эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑра та, хулара та кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсенчен пӗри те курман. Халӗ хӑйсем мана хирӗҫ кӑларса тӑратнӑ айӑплава вӗсем нимӗнпе те ӗнентереймӗҫ. Павел вара, хӑйне тӳрре кӑларса, ҫапла каланӑ: «Эпӗ Моисей саккунне хирӗҫле те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле те, императора хирӗҫле те нимӗнле усал ӗҫ те туман».
Выбор основного перевода