Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫав вӑхӑтра пинпӳ Павела крепоҫе илсе кӗртме хушнӑ. Халӑх мӗн сӑлтавпа ӑна хирӗҫ пулнине, кӑшкӑрашнине пӗлес тесе вӑл Павела чӗн пушӑпа ҫаптарма хушнӑ. Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен Моисей саккунӗ пирки тавлашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ иккен. Анчах та вӗлермешкӗн е тӗрмене хупмашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. Анчах та вӑл вилме тивӗҫлӗ ӗҫ тунине эпӗ тупаймарӑм. Вара, хӑй император патӗнче суд тутарма ыйтнӑран, эпӗ ӑна унта ярас тесе йышӑнтӑм. унтан, аяккарах пӑрӑнса, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫланӑ: «Ку ҫын вӗлерме е тӗрмене хупма тивӗҫлӗ нимӗнле усал ӗҫ те туман». «Император судне хӑй ыйтман пулсан ӑна ирӗке яма та пулатчӗ», – тенӗ Агриппа патша Феста. Ҫавӑнпа вара аслӑ пуҫлӑх ӑна император патне яма йышӑннӑ.
Выбор основного перевода