Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Исаия пророкла калани вӗсенче пурнӑҫланӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. Ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ. Вӗсем паян кунчченех курми куҫлӑ, илтми хӑлхаллӑ». Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ. Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Выбор основного перевода