Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ пек вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе ӳкӗтлени питӗ тарӑхтарнӑ. «Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын. Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп. Вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ фарисей пулнине, хамӑр йӑла-йӗркене питӗ ҫирӗп тытса пурӑннине, кӑмӑлӗсем пулсан, хӑйсемех кӑтартса пама пултарӗҫ. Мӗнех? Нивушлӗ эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр?
Выбор основного перевода