Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тепӗр пилӗк кунтан Анания аслӑ священник ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе тата Тертулл ятлӑ ӑста калаҫакан айӑплавҫӑпа Кесарине пырса ҫитнӗ. Вӗсем аслӑ пуҫлӑха Павел ҫинчен ҫӑхав панӑ. Павела чӗнсе пырсан Тертулл ҫакнашкал айӑплав сӑмахӗ каланӑ: «Эй, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс! Эсӗ ертсе пынипе эпир чылай хушӑ канӑҫ пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр, эсӗ тӑрӑшнипе халӑх пурӑнӑҫӗ лайӑхланчӗ, ҫавӑнпа сана эпир пур ҫӗрте те яланах тем тӗрлӗ те тав тӑватпӑр. Аслӑ пуҫлӑх паллӑ кӑтартса калаҫма ирӗк парсан, Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: «Эсӗ чылай ҫул хушши ҫак халӑха тӗрӗс суд туса пурӑннине пӗлсе тӑрса, эпӗ хамӑн ӗҫӗме сан умӑнта ирӗклӗнех хӳтӗлеме тӑрӑшӑп. Вӗсем унта чылай пурӑннӑ. Фест вара патшана Павел ӗҫӗ пирки каласа панӑ. «Пирӗн кунта – тенӗ вӑл, – Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур.
Выбор основного перевода