Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пӗр синагогӑна ҫӳрекен ҫынсем Стефанпа тавлашса кайнӑ. Ҫав синагогӑна „Ирӗклисен синагоги“ те тенӗ. Иудейсем унта Киринейӑран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те ҫӳренӗ. Павел ҫӑварне уҫма ӗлкӗричченех Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: «Иудейсем! Енчен те эсир хӑвӑра кӳрентерни ҫинчен, йӗркене пӑсни ҫинчен евитленӗ пулсан, эпӗ сирӗн сӑмахӑра итленӗ пулӑттӑм. Анчах та кунта тӗрлӗ вӗрентӳсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунӗ пирки тавлашу пырать. Ҫавӑнпа та ку ыйтусене хӑвӑрах татса парӑр. Кунашкал ӗҫре ман судья пулас килмест». Айӑплакансем ӑна судра сырса илчӗҫ, анчах эп кӗтнӗ айӑплавсенчен пӗрне те кӑтартса параймарӗҫ. Ҫапах та вӗсем Павелпа хӑйсен Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ темле Иисус пирки тавлашкаларӗҫ. Павел ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Вӑл чӗрех иккен. унтан, аяккарах пӑрӑнса, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫланӑ: «Ку ҫын вӗлерме е тӗрмене хупма тивӗҫлӗ нимӗнле усал ӗҫ те туман». Вӗлерме нимӗнле айӑп та тупайман пирки вӗсем мана суд тунӑ хыҫҫӑн ирӗке ярасшӑнччӗ.
Выбор основного перевода