Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Пирӗншӗн ырӑ ӗҫ тусам, Павела Иерусалима чӗнтерсе илсем», – тесе тархасланӑ. Хӑйсем вара Павела ҫул ҫинче вӗлерме усал шухӑш тытнӑ. Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ. Аттеме те, Мана та пӗлменрен вӗсем ҫапла хӑтланӗҫ. Ку чӑнах ҫапла пулнине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Мана вӗсем Дамаскри тӑвансем валли ҫыру та ҫырса парса янӑччӗ. Вара эпӗ, унта ӗненекенсене сӑнчӑрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, ҫула тухрӑм. Анчах та эсӗ вӗсене ан итле, мӗншӗн тесен ӑна вӗлерме хӗрӗх ҫынран та ытларах сыхласа лараҫҫӗ. Вӗсем Павела вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. Халӗ вӗсем, эсӗ хушасса кӗтсе, хатӗр тӑраҫҫӗ».
Выбор основного перевода