Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ачи вара ҫакӑн пек хуравланӑ: «Иудейсен пуҫлӑхӗсем сана ыран Павела синедриона илсе пыртарасшӑн. Унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе вӗсем ҫакӑн пирки калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Анчах та эсӗ вӗсене ан итле, мӗншӗн тесен ӑна вӗлерме хӗрӗх ҫынран та ытларах сыхласа лараҫҫӗ. Вӗсем Павела вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. Халӗ вӗсем, эсӗ хушасса кӗтсе, хатӗр тӑраҫҫӗ». Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать. Вӑл куҫкӗретех пирӗн Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлетме хӑйрӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна хамӑр саккунпа айӑплас тесе тытрӑмӑр. Анчах та Лисий пинпӳ ӑна пирӗн аллӑмӑртан вӑйпа пусахласах туртса илчӗ те сан патна леҫтерчӗ. Пире вара, айӑплакансене, сан патна килме хушрӗ. Эпир ӑна мӗн сӑлтавпа айӑпланине пӗтӗмпех эсӗ унран хӑйӗнченех тӗпчесе ыйтса пӗлме пултаратӑн». Мана Турӑ Ҫуртӗнче тасалу йӑлине туса ирттернӗ хыҫҫӑн тытрӗҫ. Унта нимле халӑх таврашӗ те, нимле шӑв-шав та пулман. Ҫавӑнпа та сирӗнтен хӑшӗсем манпа пӗрле пыма пултараҫҫӗ, пыччӑр. Ҫав ҫыннӑн мӗнле те пулин айӑпӗ пур пулсан, айӑплаччӑр». Эпӗ вӗсене ҫапла тавӑрса каларӑм: Рим йӑлипе, айӑпланаканпа айӑплакансене куҫа-куҫӑн тӑратмалла тата айӑпланаканне хӳтӗленме ирӗк памалла, унсӑрӑн ҫынна вӗлерме тытса пама юрамасть.
Выбор основного перевода