Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Халӗ ӗнтӗ хама хӳтӗлесе каланине итлеме кӑмӑл тусамӑрччӗ!» Тепӗр кунне пинпӳ, иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗн пӗлес тесе, ӑна тимӗрленӗ сӑнчӑрсене вӗҫерттернӗ. Унтан вӑл аслӑ священниксене тата синедрионра ларакан ытти ҫынсене пурне те пухӑнма ыйтнӑ. Вара Павела унта илсе пынӑ та пуху умне кӑларса тӑратнӑ. Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп. Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр. Эпӗ Турӑшӑн мӑн асаттемӗрсем пекех таса чунпа ӗҫлесе тӑратӑп. Хамӑн кӗллӗмре эпӗ сана ҫине-ҫинех, ирӗн-каҫӑн асилетӗп, саншӑн Турра тав тӑватӑп.
Выбор основного перевода