Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хула халӑхӗ хускалса кайнӑ, Турӑ Ҫурчӗ патне халӑх пухӑнса тулнӑ. Унтан Павела тытса Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ та алӑкӗсене питӗрсе илнӗ. Вӗсем ӑна вӗлерме те хатӗрленнӗ ӗнтӗ, анчах та пинпӗве пӗтӗм Иерусалим пӑлханни ҫинчен пӗлтерме ӗлкӗрнӗ. Лешӗ вара тӳрех, ҫӗрпӳсемпе салтаксене пӗрле илсе, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре васканӑ. Вӗсене асӑрхасан тин халӑх Павела хӗнеме чарӑннӑ. Ҫавӑн чухне пинпӳ ҫывӑхарах пынӑ та Павела тытса икӗ сӑнчӑрпа ҫыхса лартма хушнӑ. «Мӗнле ҫын ку? Мӗн турӗ вӑл?» – тесе ыйтнӑ унтан вӑл халӑхран. Анчах та хӑйне тӑсса хурса чӗнсемпе ҫыхсан Павел юнашар тӑракан ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех ҫаптарма сире кам ирӗк панӑ?» Ҫӗрпӳ, ҫак сӑмахсене илтсен, пинпӳ патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗн тӑвасшӑн эсир? Ку ҫын Рим гражданинӗ-ҫке!» Вара пинпӳ Павел патне пырса ыйтнӑ: «Эсӗ чӑнах та Рим гражданинӗ-и?» «Чӑнах», – тенӗ Павел. «Рим гражданлӑхне илес тесе нумай укҫа-тенкӗ тӑккаламалла пулчӗ манӑн», – тенӗ пинпӳ. «Эпӗ вара Рим гражданинӗ пулса ҫуралнӑ», – хушса хунӑ Павел. Ӑна асаплантарма хатӗрленнисем ҫавӑнтах ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ. Пинпӳ хӑй Рим гражданинне ҫыхтарнине пӗлнӗ хыҫҫӑн шикленсе ӳкнӗ.
Выбор основного перевода