Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Халӑх хушшинчен пӗри пӗр тӗрлӗ, тепри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Кунашкал пӑтрашура тӗрӗссине нимӗн те пӗлме май килменрен пинпӳ ӑна крепоҫе илсе кайма хушнӑ. Тепӗр кунне пинпӳ, иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗн пӗлес тесе, ӑна тимӗрленӗ сӑнчӑрсене вӗҫерттернӗ. Унтан вӑл аслӑ священниксене тата синедрионра ларакан ытти ҫынсене пурне те пухӑнма ыйтнӑ. Вара Павела унта илсе пынӑ та пуху умне кӑларса тӑратнӑ. Тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пынӑ. Тавлашакансем Павела туртса ҫурасран шикленсе, пинпӳ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоҫе леҫме хушнӑ.
Выбор основного перевода