Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ. «Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗсем. «Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем. „Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“». Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ. «Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ. Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!» «Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ. Вара канашра ларакансем апостолсене айӑплама май тупаймасӑр вӗсене юна-юнах кӑларса янӑ. Тата вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пулса иртнӗ ӗҫшӗн пурте Турра мухтанӑ.
Выбор основного перевода