Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ. Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр. «Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! Теприсене тата мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрласа тӗрмене хупнӑ. Вӗсене чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчкӑпа татнӑ, асаплантарнӑ, хӗҫпе вӗлернӗ. Вӗсем, сурӑх е качака тирӗсем пӗркенсе ярса, ӗмӗрӗсене ҫапкаланса ҫӳресех ирттернӗ, ҫити-ҫитми, хӗн-хурлӑ, ҫын кулли пулса пурӑннӑ.
Выбор основного перевода