Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ. Вара, апостолсене хӑйсем умне тӑратса, ҫапла ыйтнӑ: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа тата кам ячӗпе турӑр?» Ҫавӑн чухне вӗсенчен пӗри Моисея аяккалла тӗртсе янӑ. „Пирӗн пуҫлӑх, пирӗн судья пулма сана кам ирӗк пачӗ? – тенӗ вӑл.
Выбор основного перевода