Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Сире акӑ мӗн калатӑп: ҫакнашкал ӗненекенсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ. Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр. Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп». Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ».
Выбор основного перевода